Чăваш тумĕн илемĕ, уйрăмлăхĕ, хăйне евĕрлĕхĕ хăй тавра нумай калаçу çуратать. Акă, сăмахран, пуçа çыхмалли масмаках илер. Пĕчĕк ача-и, шкулта вĕренекен хĕр пĕрчи-и е пĕве кĕнĕ пике-и - пурте ăна çыхнине курма пулать. Анчах та масмака хĕрсем мар, качча тухнă хĕрарăмсем çыхаҫҫӗ. Чăвашсен йăлине пăсса хамăр мĕн тăхăнас килнине мала хурса мĕн чухлĕ йăнăш тăватпăр. Качча кайнă хĕрарăм тухья тӑхӑнмалла мар. Хушпу тӑхӑнмалла.
Хĕрсем авалтан пилĕке сарă (пиçиххи ячĕ) çыхнă. Енчен те çак хатĕре кам та пулин салтса илсен ку чиперкке пăсăк шутланнă. Вăт мĕн çинчен каланă чăваш тумĕн хатĕрĕ! Чылай япаласем ҫинчен, йӗрке пирки калаҫу ирттертӗмӗр паянхи урокра.
Манас марччĕ асатте-асаннен ырă йăли-йĕркине, тумĕн илемĕпе пĕлтерĕшне. Хамăр ачасене те несĕлсен пуянлăхне упрама, хисеплеме вĕрентесчĕ. Çи-пуçĕпе те, ăс-хакăлĕпе те чăваш пулсах ÿсчĕр ачасем.