https://vk.com/wall293741696_1860
Ачалăх – çын пурнăçĕнчи чи хаваслă, чи кăсăклă, чи ырă вăхăт. Çакăнпа пĕрлех ачалăх – кун-çул пуçламăшĕ те. Ачалăхри тус-тантăшсем тата! Вĕсемпе чух вăхăт иртни те сисĕнмест: вăйă-кулă, юрă-ташă, ăш-пиллĕ калаçу… Çапла мар-и?
Ача-пăча вăййисем ачасене çирĕпленме, йышпа пурăнма, ăс пухма, ĕçе хăнăхма вĕрентеççĕ. Хамăр вăйăсен пĕчĕк пайĕпе çеç ĕçлеме-сăнама тÿр килчĕ пире. Çапах та чăваш халăхĕн ĕмĕртен килекен ăсĕ, чăтăмлăхĕ, çепĕçлĕхĕ пурăнать вĕсенче.
Малашне паян юрланă юрăсене, ташăсене, вăйăсене манса каяс марччĕ. Питрав çитсен, ешĕл улăха вăйă ăсатма пуçтарăнар. Савăнăçлă та усăллă ирттĕр пирĕн кун-çул. Ĕçре, вĕренÿре тăрăшса, хавхаланса вăй хурар, вăйăра савăнар. Эпир вара, чăваш ачисем, чăвашла вылятпăр-юрлатпăр пулсан, чăвашла сăвăсем каласан, чăвашла калаçсан чăваш пулма пăрахмăпăр.