Эй, ырăпа ытарса, тăнпа ăнланса, туйăмпа туйтарса кашнине пире сăпка юррипех парнеленĕ тăван чĕлхемĕр! Чĕвĕл-чĕвĕл чĕкеç чĕвĕлтетĕвĕ, шăнкăр- шăнкăр шыв шăнкăртатăвĕ, сарă ыраш сăрăлтатăвĕ - пурте пур санăн хĕрĕх хĕлĕхлĕ, çитмĕл чĕлĕхлĕ кĕввÿнте. Санăн тĕнчÿ пулăхлă уй пекех аслă, турат çумне турат хушакан вăрман пекех хунавлă.
Кăнна Кушкинче хур кĕтÿçинчен тапранса хăй халăхне çутта кăларакан Иван Яковлевăмăр, чăваш ăс-хакăлĕпе чĕм пуянлăхне çур ĕмĕр ытла пĕр капана хывакан Купăрля ачи Николай Никольский, çав тĕшĕллĕ капана тăтах та пуянлатакан Елчĕк йĕкĕчĕ Геннадий Волковăмăр – пурте вĕсем хамăра вăй-хăват парса, тăван чĕлхемĕр куçа курăнман сĕткен тивлечĕпе килнĕ пархатара тĕнче умне тăсакан чăвашсемех пулчĕç. Ĕлĕк те, халĕ те çăмăл мар вара кун-çулăмăр. Сирĕн вара тĕрлĕ çулра-йĕрте хирĕç тăраканĕ те пулчĕ пуль, ырă мар ĕç çĕклекенĕ те тупăнчĕ пуль. Унашкаллисене эсир хамăрла чăнлăхпа çураçтартăр, пире те ăс патăр: «Нумай та пĕтет, сахал та çитет, пĕрле пурăннине мĕн çитет», - терĕр. Çак сăмахсенче чăваш чунĕ, çак сăмахсенче пурнăç саккунĕ. Эппин, хамăрăн пуласлăха аталантарасси пирĕнтен кашнинчен килет. Çакна эпир кашни туйса илсессĕн, «Тавах сана, тăван чĕлхемĕр», - тесе калакансем çĕр-çĕр çултан та тупăнĕç. (Сергей Васильев)