О проведении дня родного языка

О проведении дня родного языка

Тĕнчери Пĕтĕм халăхăн тăван чĕлхе кунĕн историйĕпе паллаштарас, чĕлхене хисеплес, унăн илемлĕхне упрама хăнăхтарас тӗллевпе нарасăн 21-мĕшĕнче Ыхра Ҫырми шкулӗнче тӗрлӗ ӗҫсем иртрӗҫ. Вĕренекенсем "Эпӗ чӑвашла, тутарла калаҫатӑп" акцие хутшӑнса чăвашла, вырăсла, ҫавӑн пекех тутарла сăвăсем вуларĕç, вăйăсем вылярĕç, юрăсем шӑрантарчӗҫ. Тӑван чӗлхе тавра класс ертӳҫисем калаҫусем ирттерчӗҫ, тупмалли юмахсен тупсăмĕсене палăртма тăрăшрĕç, грамматика вăййисене вылярĕç. Тăван чĕлхене упрасси тата аталантарасси, хисеплесси вĕсенчен килнине палăртрĕç. Тӑван чӗлхе кашни ҫыннӑн пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышӑнать, ҫакна кӗҫӗн класранах ӑша хывни пуласлӑхра тӗрлӗ халӑх ҫыннисемпе туслӑ пурӑнма та пулӑшса пырать. Хамăр чĕлхене юратса вĕренер, ăна упрар, унпа кăмăлтан калаçар. Пурнăçра – пĕр анне. Тăван чĕлхе те пĕрре. Ăна упрасси –пирĕн тивĕç.