Пĕр хĕвел ăшăтать пире

                                           Пĕр хĕвел ăшăтать пире

     Авăн уйăхĕн 3-мĕшĕнче Раççейре çулсерен Пĕр шухăшлăн терроризма кĕрешмелли куна палăртаççĕ. Ăна «Раççей çар мухтавĕн кунĕсем çинчен» калакан федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн 2005 çулта çирĕплетнĕ. Бесланри инкеклĕ пулăмсемпе çыхăнтараççĕ. Хамăрпа юнашар пурăнакан халăхсен культурине, йăли-йĕркине хисеплемелли çинчен калаçни, паллах,пушă сăмах мар. Раççейри, тĕнчери кашни нацин несĕлĕсен эткерне сыхласа хăварма ирĕк пур. Пĕр-пĕрне сума суни çеç çирĕп туслăха куçать. Ырă ĕмĕт-теллевпе пурăнакан нихăш халăха та усал шухăш аркатма пултараймастех. Шăпах çакă- экстремистла туйăмран сиркен чи лайăх профилактика. Паян 8-мĕш класра шăп та шай çак темăпа калаçу йĕркелерĕмер. Чăваш, тутар ачисем пĕр-перинпе питĕ туслă, килĕштерсе вĕренеççĕ. Пĕр-пĕрин культурине, чĕлхине вĕренеççĕ. Кÿрентернине асăрхаман пĕрре те. «Пĕрле пурăннине, ай, мĕн çитет» тет пин- пин юрă çĕршывĕнче пурăнакан халăх. «Эс тутар, эп-чăваш, мĕн пайлас пирĕн, юлташ?»- тесе пĕтĕмлетрĕмĕр калаçăва.

    Пĕр çĕр çинче пуранатпăр, пĕр хĕвел ăшăтать пир. Вĕсене пайлаймăн. Пурнăç та – пĕрре. Ăна хаклама çеç пĕлесчĕ.