Чăваш чĕлхи кунне, Чăваш автономине йĕркелесе янăранпа 100 çул çитнине тата Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулне халалласа ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ − 2020» акци иртрĕ. Ыхра Ҫырми шкулĕнче вĕренекенсемпе, вĕрентекенсем те, ашшĕ- амӑшĕ, выпускниксем питĕ хастар хутшӑнчĕҫ. Килте радио, интернет, телевидени урлӑ итлесе ҫырма май тупрĕҫ. Ю.Скворцовӑн "Уках хурӑнĕ" хайлавранилнĕ текст шухӑшĕпе те, содержани тĕлĕшĕнчен те питĕ килĕшрĕ. 36- ӑн ҫырнӑ. Уйрӑмах Красновсен, Сандыркинсен, Харитоновсен, Болотовасен ҫемйипех хастар пулнине палӑртмалла. Ĕҫĕсене тĕрĕслеме ярса панӑ.