Неделя чувашского языка и литературы

Неделя чувашского языка и литературы

 

Ака уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 25-мĕшĕччен шкулсенче чăваш чĕлхи эрни пырать. Ыхра Ҫырми шкулĕнче те чăваш чĕлхине халалланă тĕрлĕ мероприятисем дистанци мелĕпе иртеççĕ.

Республика шайĕнчи «Эпӗ чăвашла калаҫатăп» акцие хутшӑнатпӑр. Чăваш чӗлхи ҫинчен сăвă вуласа е юрă юрласа видео ҫине ӱкерсе илсе #эпӗчăвашлакалаҫатăп хештегпа Интернетри хутшăну cӗтелӗсене (социаллă сетьсене) вырнаҫтаратпӑр. 

Ҫавӑн пекех  „Чĕвĕлти чĕкеç – чĕлхе пĕлни пурне те кирлĕ!“ ҫемье вӑййине ирттеретпĕр. Ҫулсеренех иртекен „Пĕрлехи чăваш диктанчĕ – 2020“ акцие ака уйӑхĕн 24- мĕшĕнче хутшӑнма палӑртнӑ. Кĕҫнерникун, ака уйӑхĕн 23- мĕшĕнче Онлайн видеоконференци „Чăваш чĕлхипе литературине инçет мелĕпе вĕрентессин çивĕч ыйтăвĕсем“ („Актуальные вопросы организации дистанционного обучения чувашскому языку и литературе“) иртет, унта ашшĕ- амӑшĕсене те явӑҫтарсӑн. Аслӑ ҫĕнтерĕве халалланӑ конкурссене те хастар хутшӑнасса шанас килет. Ачасем, вĕрентекенсем вӑрҫӑ паттӑрĕсем ҫинчен каласа кӑтартакан "Ветерансен паттӑрлӑхĕпе пĕрле мӑнаҫланар" видеоконкурс йĕркеленĕ.