Хальхи тапхăрта çĕр çинче анлă пĕлтерĕшлĕ икĕ проблема палăрса тăрать: пĕрремĕшĕ, пирĕн Çĕрĕн сывлăхĕ иксĕлни, иккĕмĕшĕ, çак çĕр çинче пурăнакан çынсен сывлăхĕ хавшани. Ачасен сывлăхĕ – çĕр-шыв малашлăхĕ, çавăнпа та вĕрентекенсен, ашшĕ - амăшĕсен ачасен сывлăхне упрама кирлине ăнлантарма тăрăшмалла.
Сывлăхран хакли нимĕн те çук теççĕ ваттисем. Çак сăмахсемпе пурте килĕшеççĕ пулĕ, мĕншĕн тесен сывлăхлă çын пур енлĕн аталанма, вăй хурса ĕçлеме, тăрăшса вĕренме - тулли пурнăçпа пурăнма пултарать. Çакна шута илсе, сывлăх теми хальхи вăхăтра шкул пурнăçĕнче те питĕ пĕлтерĕшлĕ темелле. Шел пулин те, вĕренекенсем хушшинче çирĕп сывлăхлă ачасем питĕ сахал. Çакă чи малтанах вĕренÿ калăпăшĕ ÿснипе, телевизорпа компьютер умĕнче нумай ларнипе, ачасем сывлăхне сиенлĕ йăла-йĕркесемпе наркăмăшланипе, сахал хускалнипе çыхăннă. Çавăнпа та шкулăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри- ачасен сывлăхне çирĕплетесси, упрама вĕрентесси пулмалла. Паллах, сывлăхлă пулас тесен хăш-пĕр пулăмсене те асра тытмалла. Çак пулăмсем çинчен тата ытти ыйтăва та хускатрĕç Ыхра Çырми вăтам шкулĕнчи 10-мĕш класс ачисем класс сехетĕнче. Ачасен сывлăхĕ çирĕп пултăр тесен, вĕсен организмне аталанма мĕнле витаминсем кирли пирки чарăнса тăчĕ класс ертÿçи С.П.Кулакова, çавăн пекех видеоролик та пăхса киленчĕç, кабинетри гигиена условийĕсем çинчен те палăртса хăварчĕç. Класс сехечĕ пуриншĕн те усăллă иртрĕ.