Ушкăнпа диктант çыртăмăр

Акан 24-мӗшӗнче Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ иртрӗ. Ӑна Чӑваш Енри Амăшĕпе Ашшĕ ҫулталӑкне тата Чӑваш чӗлхи кунне халалланӑ. Акцин тӗп тӗллевӗ — чӑваш чӗлхин пӗлтерӗшне, сумӗпе хисепне ӳстересси. Кӑҫал текста паллӑ этнопедагог Геннадий Волковӑн «Ăслă ача» хайлавӗнчен илнӗ.

        Эпир те,  Ыхра Çырми  вӑтам шкулта вӗренекенсемпе вӗрентекенсем, кунта ӗҫлекенсем «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акцие хутшӑнтӑмӑр. Хамӑр чӑваш чӗлхине мӗнле пӗлнине тӗрӗслес терӗмӗр. Диктант тексчӗ пире питӗ килӗшрӗ. Халӗ чӑтӑмсӑррӑн ӗҫсене хакласса кӗтетпӗр.