Çемье- пулсан – телей питре,
Юрлать пĕр вĕçĕм чун-чĕре.
Ыхра Çырми вăтам шкулĕнче „Эпĕ тата манăн çемье“ ятпа район шайĕнче иртекен акци планĕпе килĕшÿллĕн тăххăрмĕш класра „Çемье ăшши“ ятпа усăллă калаçу иртрĕ. Кашни ача хăйĕн юратнă çыннисем çинчен ăшăпа çеç аса илчĕç, туслă çемьере пурăннине çирĕплетрĕç. Мĕнре-ши çемье телейĕн вăрттăнлăхĕ? Çак ыйту çине те тĕрлĕ ача тĕрлĕрен хуравлама тăрăшрĕ. Илемлĕ юрă-кĕвĕ итленĕ май ачасем çемье йывăççине ăсталарĕç. Иван Яковлев халалне ăша хывса çакăн пек пĕтĕмлетÿсем турĕç: “ Пуянлăх, сывлăх, савăнăç, ăнлану тата ытти лайăх пулăмсемпе туйăмсем пулсан çемьере- телей хуçаланать. Çемье хÿттисĕр, пулăшăвĕсĕр ача нихăçан та йĕркеллĕ çитĕнеймест. Çемьесĕр çыннăн пурнăç тĕллевĕ те çук. Çемье- пурнăç илемĕ, кăмăл-сипет управçи. Унта яваплăх та, тăрăшулăх та, ĕçченлĕх те, юрату та тĕп вырăнта тăрать“.
Çемье ăшшинче тĕвĕленнĕ савăнăçлă туйăм тĕрлĕрен çитĕнÿ тума, шкулта лайăх вĕренме тата ырă çын пулма хистетĕрччĕ.