Ĕмĕр чĕрĕ, ĕмĕр çамрăк...

 

Кǎвар чĕрем-пин çын чĕри.

Эп пĕр çын мар- эп хам пин-пин,

Эп пин чǎваш, эп пин-пин çын!

Чĕрем юрри-пин çын юрри


Паян -кăвар чĕреллĕ Çеçпĕл Мишши çуралнă кун. Çеçпĕл Мишши (Михаил Кузьмич Кузьмин) -чăваш сăвăçи. 1899 çулхи раштавăн 16-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Касаккасси Шĕкĕр (халĕ Çеçпĕл) ялĕнче çуралнă. Революциллĕ хĕрӳлĕхпе вырăсла, чăвашла çырнă малтанхи сăввисем 1919 çулта «Знамя революции», «Тетюшские известия», «Канаш» хаçатсенче пичетленнĕ. Пĕрремĕш кĕнеки 1927 çулта «Хурçă шанчăк» ятпа çапăнса тухнă. 1928 çулта Шупашкарта «Сăвăсем» кĕнеке пичетленсе тухать. 1959 çулта — «Çырнисен пуххи». Хĕрӳллĕ чăваш поэзи ĕçченĕ 1922 çулхи çĕртмен 15-мĕшĕнче Украинăри Старогородка салинче вилнĕ.

Ĕмĕр ытла иртнĕ пулсан та Çеçпĕл Мишши паян та асрах, паян та халăх чĕринче. Ăна манма май çук – вăл Çеçпĕл! Ун пек çын 100 çулта пĕрре çеç килет çĕр çине: çынна тĕлĕнтерме, ĕмĕрлĕхе ят хăварма. Пушкин пек, Бичурин пек, Яковлев пек…

Кăвар чĕреллĕ поэтăмăра асăнса Ыхра Çырми шкулĕнче 7-8 -мĕш класра литература каçĕ иртрĕ. Ăна чăваш чĕлхипе литрература вĕрентекенĕ Кулакова С.П. йĕркелесе ертсе пычĕ.

Ачасем поэт биографине туллин тишкерчĕç, презентаци пăхрĕç, буклетсем турĕç, сăввисене пăхмасăр каларĕç.

Чăннипех те Çеçпĕл Мишшине ашшĕ-амăшĕ чăвашăн пур ырă енне те парнеленĕ: ăсĕ-тăнĕ, тавçăрулăхĕ, чăтăмлăхĕ, пултарулăхĕ, кăмăл-сипечĕ, ĕçченлĕхĕ, чун вĕрилĕхĕ, çынлăхĕ. Унăн чунĕнче пурте пулнă – ĕмĕрĕ çеç кĕске килнĕ. Ытла та çамрăкла уйрăлса кайнă вăл çутă тĕнчерен. Халăх асĕнче вăл яланах çамрăк: тĕреклĕ, мăнаçлă, хĕрÿ, лара-тăра пĕлмен, тÿрĕ кăмăллă, таса чунлă.

«Çырăттăм, ÿкерĕттĕм – чăваш наци культуришĕн ыр ĕç туса хăварăттăм…» - тенĕ вăл. Çавăн пек пуриншĕн те çунакан канăçсăр Çын пулнă пирĕн Çеçпĕл.