Халăх пĕрлĕхĕн уявĕ умĕн, чÿк уйăхĕн пĕрремĕш кунĕнче Тутарстан тĕп хулине тĕрлĕ халăх ывăлĕ-хĕрĕ пухăнчĕ. Кунта Раççейри аслă классенче вĕренекен шкул ачисен виççĕмĕш вулавĕ иртрĕ. Вырăс, тутар, мордва, пушкăрт, чăваш, мари, удмурд ачисем тĕл пулчĕç. Вĕсем пурте-кĕрет мар (заочнăй) турта мала тухнисем. 600 ытла ĕçрен 100 шкул ачин малтанхи тапхăрта мала çĕнтерÿçĕсен йышне лекме тивĕçнĕ. Кашни халăх ачи уйрăм секцире пайланса ĕçлерĕ. Пирĕн республика чысне Шупашкар районĕнчен 4 ача, Патăрьел районĕнчен виççĕн хÿтĕлерĕç. Чăваш филологийĕн секцийĕнче 18 вĕренекен тупăшрĕ. Ыхра Çырми шкулĕнче вĕренекен Максимова Светлана, Абужаров Адик, Степанова Диана хăйсен тĕпчев ĕçĕсемпе тухса калаçрĕç. Тутарстанри, Чĕмпĕр тăрăхĕнчи чăваш маттурĕсем те хăйсен тĕпчев ĕçĕсемпе паллаштарчĕç. Çивĕч тупăшура Степанова Диана 1-мĕш степеньлĕ диплома тата 10 пин тенкĕлĕх сертификата çĕнсе илчĕ, Максимова Светлана вара- 3-мĕш степеньлĕ диплома тата 5-пин тенкĕлĕх сертификата. Абужаров Адик- конференци дипломанчĕ пулса тăчĕ. Тĕпчевçĕсен чи лайăх ĕçĕсене „Развитие и сохранение национальных языков в поликультурном обществе” кĕнекене пухса, пичетлесе кăларнă.
„Тăван чĕлхене аталантарассине тата упраса хăварассине Тутарстанра патшалăх программи туса пурнăçа кĕртме тăрăшаççĕ. Кунта пурăнакан кашни тĕрлĕ халăх çынни хисепре. Аякран килнĕ хăнасене яланах тарават. Хусан тĕп хулинчен тутар халăхĕн чун тараватлăхне туллин туйса илтĕмĕр, чун-чĕре иксĕлми вăй-халпа тата лайăх кăмăл-туйăмпа пуянланчĕ. Пирĕн вăй-пĕр тĕллевпе чăмăртанса пĕрлешнинче!“- çирĕплетрĕ çĕнтерÿçĕсене хатерлекенĕ-Светлана Пантелеймоновна Кулакова, Ыхра Çырми вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ.
Малалла ăнтăлакансем тунă çитĕнÿсемпе кăна лăпланасшăн мар. Малашне те çĕнтерÿпе савăнтарас тĕллевлĕ.