Çулталăкăн кирек хăш вăхăчĕ те хăйне май илемлĕ. Кĕркунне хăйĕн илемĕпе пурне те савăнтарать. Пылчăклă, çумăрлă, çиллĕ кунсем ытларах пулчĕç пулсан та кĕр пуянлăхĕпе пурте хăйсен кăмăлне тивĕçтерчĕç. Пахчасенче пан улми, пахча çимĕç ăнса пулчĕç кăçал. Ял ĕçченĕн пÿлмисем те тырăпа тулнă, нÿхреп тулли тĕрлĕ çимĕç хатĕрлесе хунă.
Ытлармалла мар илемлĕ халĕ йывăçсем. Пÿрт умĕнчи пилеш илемлĕ хĕп-хĕрлĕ çырлисемпе иртен-çÿрене илĕртсе ларать. Ку çырласем кайăксем валли хĕлле питĕ тулăх апат пулмалла. Кăштах çил вĕрнипе пилеш çинчен хĕрлĕ, хăмăр тĕслĕ çулçăсем çĕр çине вĕçсе анаççĕ те çемçе кавир сарса хураççĕ. Авă йăрăс пÿллĕ хурăнĕ те тумне ылтăн тĕспе ылмаштарнă. Хурăнăн çулçисем хĕвел питтинче ахах-мерченĕн йăлтăртатаççĕ. Кĕрхи сывлăшĕ те уйрăмах уçă. Ирхине шкула утнă чухне çав уçă сывлăша кăкăр тулли сывласа илетĕн те чунра ырă-ырă пулса каять.
Иртнĕ эрне вĕçĕнче Ыхра Çырми шкул ачисем кĕрхи çанталăкăн илемĕпе киленме, кĕрхи кунсемпе сыв пуллашма шкула уяв каçне пуçтарăнчĕç. Кĕрхи бал 8-11 классем хушшинче иртрĕ. Уява шкул директорĕ М.М.Сайдашев уçрĕ, ăшшăн саламларĕ, пурне тулли кăмăлпа савăнса канма сунчĕ. Уявăн хăйăвне вара 11- мĕш класра вĕренкен маттур та пултаруллă хĕр ача, район пуçлăхĕн стипендиатки-Максимова Светлана касса ячĕ, уява çул пачĕ.
Кунта тĕрлĕ конкурссем пулчĕç. Уявра кашни ачан хастарлăхĕ палăрчĕ. Кулăшла инсценеровкăсем, килте хатĕрленĕ ĕçсем, юрă-ташă конкурсĕсем иртрĕç. 11-мĕш класс килте хатĕрлесе килнĕ тутлă салат пуринчен те аванни пулчĕ. Юрă юрласа 9-мĕш класс хĕрĕсем хăйсен çепĕç, уçă сассипе савăнтарчĕç. 8-мĕш, 10-мĕш класс ачисем илемлĕ ташăпа тыткăнларĕç. Пĕр ачан та кулянма, тунсăхласа ларма вăхăт пулмарĕ. Конкурссенче палăрнă кашни ачана кучченеç, парне парса хавхалантарчĕç. „Мисс Кĕркунне“ тата „Мистер Кĕркунне“ ята 9-мĕш класра вĕренкен Тельман Андрей, 7- мĕш чиперкки Даутова Дине тивĕçрĕç. Вĕсене илемлĕ хăюсем çакса ячĕç, тăвăллăн алă çупса саламларĕç. Жюри членĕсем уява хатĕрленнине палăртрĕç. Дискотека хыççăн пурте хавас туйăмпа килсене саланчĕç.