Класс сехече „Каçарма пĕлни – пысăк вăй»

Чăваш чĕлхи эрнин планĕпе килĕшÿллĕн Ыхра Çырми вăтам шкулĕнче саккăрмĕшсемпе класс ертÿçи Кулакова С.П.  „Каçарма пĕлни – пысăк вăй“ темăпа калаçу ирттерчĕ.

     Тĕллевĕ-каçару çын пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăннине ачасен чунне çитересси. Ачасем тĕрлĕ ыйтусем тавра чуна уçса калаçрĕç. Сирĕнтен кама та пулин çынсем кÿрентернĕ –и ? Сирĕнтен кам та пулин çынна кÿрентерсе курнă-и? Кÿрентерÿ чунра мĕн çуратать? Çынран каçару пĕрремĕш ыйтма çăмăл – и? Эсир каçару мĕнле ыйтатăр? Тата ыт.те

   „Каçару вăл - çилĕ тытманни, тепĕр çын йăнăшне те, ху йăнăша та  ăнланса илме пултарни, пĕрремĕш утăм туса çак йăнăшсене тÿрлетме пултарни. Ку ĕçе вара вăйлă чунлă çын çеç тума пултарать. Ан манăр çакна, “- çакăн пек пĕтĕмлетÿ турĕ вĕрентекен. Ачасем те хăйсен шухăшĕсене пĕлтерсе хăйне евĕр асра тытмалли, пурнăçра куллен усă курмалли буклетсем ăсталарĕç унта çакăн пек  çырса пачĕç.

ÇАМРĂК ÇЫННĂМ, ЯЛАНАХ АСРА ТЫТ:

-Пирĕнтен кашниех йăнăш тума пултарать.

-Йăнăшна йышăнма пĕл.

-Каçарма тата каçару ыйтма пĕл.  Ху каçарсан – сана та каçарĕç.

-Каçару тарăхăва, çилле, курайманлăха пĕтерет.

-Каçарсан чуну тасалать.

ЮЛТАШĂМ,  ÇАКНА АН МАН:

-Эпир ку тĕнчере хăна çеç.

-Çынна хăвна юратнă пек юрат.

-Çынна ан кÿрентер.

-Ху тунă япăх ĕç хăвăн патнах таврăнать.

-Ăспа çÿре.

-Чунупа таса та вăйлă пул.

    Ачасем юлашкинчен пурте алăсене малалла тăсса пĕр - пĕрне алă пачĕç. Тен, хăçан та пулин кÿрентернĕ те пуль. Ăшра «каçар» мана тесе хăйсен ăшшине пĕр-пĕрне парнелерĕç.

  „Хамăр кÿреннине ĕмĕр тăршшĕпе йăтса çÿрер мар.  Кун пек пурăнма йывăр. Çынна та кÿрентерес марччĕ. Кÿрентерсен  вара – пĕрремĕш каçару ыйтма пĕлер“- терĕç пĕр-пĕрне.

    Чунри каçарма май паман туйăма  тĕксĕм  хут çине, чунри таса туйăмсене шурă хут çине çырчĕç. Кÿренÿсене çурса тăкрĕç те çÿп-çап витрине ячĕç.