Тĕп хуларан çĕнтерÿпе таврăннă

      Иртнĕ энрере И.Н.Ульянов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх университечĕнче  Ĕç çынни çулталăкне халалласа  студентсемпе шкул ачисем хушшинче Раççей шайĕнчи ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртнĕ.  Унта Тутар, Пушкăрт республикисенчи, Чĕмпĕр, Самар облаçĕнчи çамрăк тĕпчевçĕсем хутшăннă.  Ыхра Çырми шкулĕнчен çак конференцие 10- мĕш класра вĕренекен С.Максимова, 7-мĕш класс пĕтерекен Д.Степанова та хăйсен ĕçĕсене тăратнă.  Жюри членĕсем  ачасем хăюллă, тавçăруллă пулни, паянхи пурнăç ыйтăвĕсене тĕрĕс уçса пама пултарнине шута хурса тивĕçлĕ хак панă.  Светлана „Литература“ секцийĕнче „Литературăри Усалпа Ырă хирĕçĕвĕ“ темăна уçса парса 3-мĕш вырăна тухма пултарнă. Диана вара  „Культура“ секцийĕнче „Чăваш киновĕ. Ĕнер тата паян“ темăна хÿтĕлесе пĕрремĕш вырăна çĕнсе илнĕ.   Çĕнтерÿçе регион шайĕнче иртекен „Юность Поволжья“  конференцине хутшăнма сĕннĕ.  Çамрăк тĕпчевçĕсене хавхалантарса пулăшса пыракан С.Кулакова та тав сăмахне тивĕçнĕ.

   Пултаруллă ачасене те, вĕрентекене те саламлатпăр, малашнехи пурнăçра та ăнăçусем сунатпăр.