Вĕрентекенĕн çĕнĕ кĕнеки кун çути курчĕ

Çĕр çинче çын тума пултарайман нимĕнле ĕç те çук. Çине тăрсан, тăрăшсан пур çын та хăй тĕллевне пурнăçлама, ĕмĕтленнĕ ĕмĕчĕ патне çитме, тĕрлĕ йывăрлăха çĕнтерме пултарать. Инкек-синкек витĕр чăтăмлăн, пуç усмасăр тĕллевленсе утакансемшĕн çеç ыранхи кун- яланах тĕшше лараслă, ырă мехеллĕ, çутă. Çак хевтеллĕ шухăша ĕнентерме тăрăшать те ĕнтĕ С. Кулакова вулакана. Ырă хунав ырă шанчăкран йăл илет. Çын телейĕ- ырă ĕçĕнче, хĕн-хурлăх витĕр те тĕрĕс-тĕкеле кĕтнинче. Кĕнекере сăнăрланнă çынсенчен кашни ырă ята тивĕçлĕ, кашниех вĕсем хăйсен ĕçĕнче тулли ăраскал тупнă, йăха малалла тăсакансем, чăн-чăн паттăрсем.

    Çырни нихăçан та çухалмасть. Тĕрлĕ çулсенче  çырнă, хаçат- журналсенче пичетленнĕ тĕрленчĕксене, очерксене пурне те пĕр çĕре пуçтарса пырса Светлана Пантелеймоновна таса ĕмĕте пурнăçа кĕртрĕ. Çак кунсенче «Иртнĕ кунсен çути» кĕнеке пичетленсе тухрĕ. Ăна вăл Ĕç çынни çулталăкне халалланă.  Маларах, Вĕрентекен çулталăкĕнче «Сан яту-Вĕрентекен» ятпа пĕрремĕш кĕнеке кун çути курнăччĕ. «Чун илемĕпе çырнă  эпĕ ăна, хапăл тусам, ăшшăн йышăнсам эсĕ кашни йĕркене, вулакан. Чунунта  пухăннă ырă кăмăлу чăваш чăтăмĕ пек ĕмĕр-ĕмĕрех иксĕлми пултăр. Иртнĕ кунсен çути малашне те пурнăçра мал ĕмĕтлĕ те тĕллевлĕ пулма пулăшса пытăр, курăмлă, ырă ĕçсем тума чĕнтĕр. Хамăрăн çĕр çинчи тивĕçе туйса тăма пулăштăр, яваплăха ÿстертĕр»-çырать автор ум сăмахра.

   Çĕнĕ кĕнеке кун çути курнă ятпа саламлатпăр Светлана Пантелеймоновнана. Малашне те творчествăлла ăнăçу, çирĕп сывлăх сунатпăр.