«Сарлака ман тăван çĕр-шывăм»
класс тулашĕнчи ĕç
Сан çинчен юрлатпăр юрă,
Чаплă Чăваш ен …
Сан яту ытла та ырă,
Çав тери чечен…
Л. Смолина
Ака уйǎхěн 27-мěшěнче Ыхра Çырми пěтěмěшле пěлÿ паракан вǎтам шкулти акт залěнче «Сарлака ман тăван çĕр-шывăм» ятпа 5-11-мěш класс ачисем хушшинче музыкǎпа литература каçě иртрě. Тěллевěсем: Тǎван çěр-шывǎн паллǎ çыннисемпе, поэтсен сǎввисемпе, çěр-шывǎн илемлě вырǎнěсемпе паллаштарасси, тǎван çěр-шыва, халǎха юратма вěрентесси, чǎвǎшлаха упрасси. Мероприяти икě чěлхепе иртрě, чǎваш, тутар ачисем чǎваш сǎввисене, юррисене питě илемлě шǎрантарчǎç. Тǎван тавралǎх илемепе, пуянлǎхне видео урлǎ пǎхса паллашрěç. Уйрǎмах курса ларакансене Андриян Николаев амǎшěн Анна Алексеевнан чěрě сасси, пил сǎмахě, тыткǎнларě. Юлашкинчен Яковлев халалне итлерěмěр. 7-мěш класс ачисем, Соловьева Ольга, Логинова Каролина, Федорова Катя, Харитонов Антон, Максимова Светлана, Азизов Айрат, Яббаров Раиль, Тазетдинов, Даутов Ранис пусаруллǎ та хастар пулни савǎнтарчě. «Эп - чăваш. Хам чăваш пулнишĕн манăн савăнас килет. Мĕншĕн тесен эпĕ - хăнасене тарават, кăмăлтан сăпайлă, ĕçре лара-тăра пĕлмен, юрра- ташша юратакан халăх çынни».
«Эпĕ - вырăс. Шкулта эпĕ чăвашла тăрăшса вĕренетĕп, чăвашла калаçатăп, вулатăп, çыратăп. Мана чăваш юрри - ташши килĕшет».
«Эпĕ - тутар. Мана та чăваш юрри-ташши килĕшет. Эпĕ чăвашсемпе туслă, вĕсемпе пĕрле хурланатăп, вĕсемпе пĕрле савăнатăп. Чăваш халăхĕ- маттур та ĕçчен халăх .
«Эпир пурте, Чăваш енĕн çамрăкĕсем, Чăваш республикин хăватне ÿстерме сăмах паратпăр»
Çакǎн пек сǎмахсемпе пěтěмлетрěç ертсе пыракансем уява.
Уяв ачасене питě килěшрě. Çулерех асǎннǎ ачасем уява кǎсǎклǎ ирттерессишěн тǎрǎшни сая каймарě. Палǎртнǎ тěллевсене пурнǎçлама май килчě. Чǎвашлǎха мала хуракан ачасен йышě усни палǎрчě. Халǎхǎмǎртан тухнǎ паллǎ çынсене пысǎка хунине, чěлхемěре хисепленине çакǎ палǎртмасть-и-ха?!.